Телей — Асап

 

4587Телейлинчен трлейс6рри ытларах теҫҫӑ.Телей — Асап
4588Телейлисемшӗн вӑхӑт хаклӑ.Телей — Асап
4589Телейлисен ӗҫӗ ӑнать, телейсӗррисен чунӗ кӑнать.Телей — Асап
4590Телейлисен тенкелӗ те ылтӑн.Телей — Асап
4591Телейна пӗл те Москава кай.Телей — Асап
4592Телейне кура ҫула тух.Телей — Асап
4593Телейне кура тетел яр.Телей — Асап
4594Телейпе ан мухтан, унӑн хӳри иккӗллӗ.Телей — Асап
4597Телейсер ҫын йыт вырӑнне.Телей — Асап
4595Телейсӗр пуҫа нуша тыллать.Телей — Асап
4598Телейсӗр ҫын кӳлӗ хӗрне куҫса ларсан та киленсе пурнайман: кӳлли типсе ларнӑ.Телей — Асап
4599Телейсӗр ҫын месерле ӳксен те сӑмсине ватать.Телей — Асап
4600Телейсӗр ҫын ҫӗлӗк сутма тытӑнсан ҫынсем пуҫсӑр ҫуралӗҫ.Телей — Асап
4601Телейсӗр ҫын тенкел ҫине ларсан та йӗп ҫине тӑрӑнать.Телей — Асап
4602Телейсӗр ҫын умне тулӑ сапсан та ӑна та пулин ҫерҫи сӑхса пӗтерӗ.Телей — Асап
4603Телейсӗр ҫын хӗвелӗ час сӳнет.Телей — Асап
4604Телейсӗр ҫын чӑххине хурчӑка куҫ хывать.Телей — Асап
4605Телейсӗр ҫыннӑн юлашки выльӑхне те кашкӑр тытать.Телей — Асап
4596Телейсӗр тӗлӗкре телейлӗ тет.Телей — Асап
4606Телейсӗре йӗмсӗр хӗр.Телей — Асап
4607Телейсӗре такӑлтӑк тет.Телей — Асап
4608Телейсӗре тӗс пӑхать: ҫӑнӑх аллать — ҫил тухать.Телей — Асап
4609Телейсӗрен ирех инкек.Телей — Асап
4610Телейсӗрен кунӗ ҫук.Телей — Асап
4615Телейсӗрен ури кӗске тет.Телей — Асап
4611Телейсӗрӗн пӗр ӗне, вӑл та пулин саррисӗр.Телей — Асап
4612Телейсӗрӗн ҫиен ҫӑмарти те саррисӗр.Телей — Асап
4613Телейсӗрӗн тенки те ҫур пус хакне тӑрайман.Телей — Асап
4614Телейсӗрӗн тетелӗ те шӑтӑк пулать.Телей — Асап
4616Телейсӗршӗн ҫулла та хӗлпе тан.Телей — Асап
4617Телейшӗн Турӑпа тупӑшаймӑн.Телей — Асап
4618Тементей телейӗ Терентее пулас ҫук.Телей — Асап
4691Терентей тертленни Никантӑра ним те мар.Савӑнӑҫ — Хурлану
4692Терпӳрт арӗн хӑйӗн тертлӗхӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4693Терпӳрт ачи те тертленмесӗр ҫитӗнмест.Савӑнӑҫ — Хурлану
4694Терпӳрт ялӗ те тертсӗрех пулман.Савӑнӑҫ — Хурлану
4695Терт пулсан ӗмӗт ҫитет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4696Тертленмесӗр телей ҫук.Савӑнӑҫ — Хурлану
4697Тертленмесӗр термен ҫук.Савӑнӑҫ — Хурлану
4698Тертсӗр япалан техӗмӗ ҫук.Савӑнӑҫ — Хурлану
4619Тӗнчере чи пӗчӗк телей — пуянлӑх, чи пысӑк телей — сывлӑх.Телей — Асап
4699Тӗтре те сирӗлет, хуйхӑ та иксӗлет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4700Тимӗр тутӑхса пӗтет, чӗре хуйхӑрса пӗтет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4701Тунсӑх апачӗ яланах тутлӑ пулать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4702Тунсӑх витлет, хуйӑх пӗтерет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4703Тунсӑх сирме ҫичӗ ют.Савӑнӑҫ — Хурлану
4704Тунсӑх сирме тускай туп.Савӑнӑҫ — Хурлану
4705Тунсӑх тӗтре мар, ҫил вӗрнипе сирӗлмест.Савӑнӑҫ — Хурлану
4706Тунсӑх ура вӗҫӗнче тет, хуйӑх пуҫ вӗҫӗнче тет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4707Тунсӑха курӑк яшки те пит паха.Савӑнӑҫ — Хурлану